Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор.
Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.