Хусанти тухтӑрсем Чӑваш Енри каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн ӳчӗн 90 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗнче 22 ҫулти ентеш тусӗпе гаража ятарлӑ растворпа витнӗ. Ӑна газ баллонӗпе ӑшӑтнӑ. Тӑрук шланг татӑлса кайнӑ та ҫулӑм каччӑсене лекнӗ. Пирӗн ентеш вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ. Тусӗн ӳчӗн 50 проценчӗ сиенленнӗ. Иккӗшне те Хусана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Пирӗн ентеш реанимацире 2 уйӑх выртнӑ. Тухтӑрсем вӑл сываласса шантарайман. Ӑна 20 операци тунӑ, 11 литр юн плазмине янӑ. Каччӑ майӗпен ура ҫине тӑнӑ. Юпан 13-мӗшӗнче ӑна киле кӑларнӑ.