Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балетмейстера ҫирӗплетнӗ. Ку яваплӑха Алексей Тимошенко пурнӑҫлӗ.
Алексей Викторович малтан Кострома облаҫӗнчи культура колледжӗнче вӗреннӗ, кайран — Мукскаври культура институтӗнче. Вӑл — Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Алексей Тимошенко «Волга-Волга», «Белые Ночи» ансамбльсен балет артистӗнче, Хӗвеланӑҫ ҫар округӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, «Край» ташӑ театрне ертсе пынӑ. 2022 ҫулхи ҫурлп уйӑхӗнченпе вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ.