Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятлӑ конференци иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.02.2008 15:56 | 2288 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятлӑ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Конференцине ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультет деканӗ В.Г. Родионов уҫрӗ. Ҫавӑн пекех конференцине вӗрентӳ министр ҫумӗ Матвеев В.В., университетри ӑслӑлӑхпа тӗпчев пайӗн пуҫлӑхӗ В.В. Афанасьев тухса сӑмах каларӗ. Конференцине пухӑннӑ хӑнасене уйрӑмах Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Иванов И.И. хатӗрленӗ «Нарспи» поэмӑри сценӑсем кӑмӑла кайрӗҫ. Рольсенче Иванов И.И. хӑй, тата университет студенчӗсем хутшӑнчӗҫ.

Пленарлӑ лару вӗҫленсем конференцине хутшӑнакансем тӗрлӗ секцисем ҫине пайланса поэмӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Пурӗ пилӗк секци ӗҫлерӗ: «Нарспи» хальхи литература пӗлӗвӗн тӗкӗрӗнче; «Нарспипе» хальхи фольклор; «Нарспи» ӳнерте тата хальхи шкулӑн информатикӑпа техника вӗрентӗвӗнче; «Нарспи» поэмӑн ӳнер калаҫӑвӗн ыйтӑвӗсем; студентсен секцийӗ. Ҫапла майпа «Литература пӗлӗвӗнчи Нарспиана»; «Нарспи» поэмӑн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ»; «Нарспи» поэмӑри кӑмӑл-сипет, философи тата психологи ыйтӑвӗсем»; «Нарспи сӑнарӗн паянхи кунри философиллӗ ӑнлантарӑвӗ»; «Нарспи» поэма тата ӳнер искусстви; «Нарспи» тата театр»; «Нарспи» поэмӑна шкулта вӗрентесси»; «Нарспи» тата музыка ӳнерӗ»; «Нарспи» поэмӑн илемлӗ чӗлхин хӑйне евӗрлӗхӗ» темӑсене пӑхса тухрӗҫ. Пурӗ 69 темӑна тишкерчӗҫ.

Секцисенче планланӑ докладҫӑсемсӗр пуҫне Праски Витти, А. Хусанкай, А. Кипеч, В. Кервень тухса калаҫрӗҫ.

 

Пленарлӑ заседанин тата секци ларӑвӗсен ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе конференцире ҫак резолюцине йышӑнчӗҫ:

1. Конференци материалӗсем тӑрӑх «Хальхи Нарспиана: пӗтемлетӳпе малашлӑх» («Современная Нарспиана: итоги и перспективы») ятпа ӑслӑлӑх статйисен пуххине пичетлесе кӑлармалла.

2. Чӑваш патшалӑх университечӗн ректоратӗнчен, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн дирекцийӗнчен тата Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен К.В. Иванов поэт ҫуралнӑ ҫӗршывра Пушкӑрт республикинчи Слакпуҫ ялӗнче асӑну палӑкне (чӑваш юпине) лартассине йӗркелеме ыйтмалла.

3. К. Иванов пултарулӑхне тата унӑн «Нарспи» поэмине малалла тӗпчес ӗҫе йӗркелемелле.

4. Хула тата ял шкулӗсенчи чӑваш литература урокӗн программине ҫӗнӗллӗхсем кӗртме Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин методика кафедринче новатор-вӗрентевҫӗсен ӗҫне йӗркелемелле.

5. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине тата ытти илемлӗ хайлавсене тӗпченӗ чух чӗлхе ӑслӑлӑхӗнчи ҫӗнӗ юхӑмсене (лингвокультурологи, этнолингвистика, когнитивлӑ лингвистика) шута илмелле.

 

Конференцири сӑнӳкерчӗксем

#мероприятисем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Нарспи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем