Мускври ВДНХра «Раҫҫей» курав-форум малалла ӗҫлет. Аса илтерер: унта Чӑваш Ен 6 метр ҫӳллӗш тухья экспозицийӗпе те паллаштарать.
ЧР Экономика министерствинче ӗҫлекенсем 20 ытла регион элчисене «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» открыткӑсене парнеленӗ. Открыткӑсене кашни субъект валли уйрӑм хатӗрленӗ. Вӗсене ятарласа курав валли пичетлесе кӑларнӑ.
Палӑртмалла: курав-форума малтанхи кунсенче ҫур миллион ытла ҫын килсе курнӑ.
Agabazar // 9270.2.3173
2023.11.09 17:49 | |
Çав «открытка» тенине чăвашларах çавăрттарса калăр-ха, тархасшăн. |