Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗнчи «Деревенский дворик» тата Китайри Хэйлунцзян компанисем импорт тата экспорт тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмпе - 200 миллион тенкӗлӗх.
Шупашкар округӗнчи компани Китая качака тата ӗне сӗтне ӑсатма палӑртнӑ. Вӗсене экологи тӗлӗшӗнчен таса кӗленчесене тултарса ярӗҫ. Ҫапла Чӑваш Енри сӗте Раҫҫейре кӑна мар, Китайра та сутӗҫ. Сӑмах май, «Деревенский дворик» Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра «Магнит» суту-илӳ сечӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла компани туса илнӗ качака тата ӗне сӗтне Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче сутма тытӑнӗҫ.