Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗнчи Ярӑславра тата Энтриелте модульлӗ медпунктсем уҫӑлнӑ.
Ярӑславра 348 ҫын пурӑнать. Ял райцентртан 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унччен медпункт кивӗ клубра пулнӑ. Халӗ вара ҫынсем хӑтлӑ медпункта ҫӳреҫҫӗ.
Энтриелсем те ҫӗнӗ ФАПшӑн савӑнаҫҫӗ. Унта Канашри медучилищӗне пӗтернӗ Екатерина Романова «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килнӗ. Унӑн ӗҫ стажӗ 3 уйӑх кӑна пулсан та вӑл кунта хӑнӑхнӑ. Энтриелте 300 ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ - ватӑ ҫынсем. Райпульницӑна ҫитме 4 ҫухрӑм кӑна. Ҫапах пурте унта ҫитеймеҫҫӗ. Ялта ФАП пурринчен пахараххи ним те ҫук ҫав.