Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш тӗнне мӗншӗн хӗсеҫҫӗ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.08.2013 21:08 | 1753 хут пӑхнӑ
Юпана тӳнтерме чавнӑ шӑтӑк
Юпана тӳнтерме чавнӑ шӑтӑк

Шупашкарпа Лапсар ял тӑрӑхӗн чиккинче, Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче юпа ларать. Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫулпа ҫӳрекенсем ӑна курнӑ курнах ӗнтӗ.

Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ Чӑвашсен йӑлари инемлӗхӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн пӗрлешӗвӗ сӑваплӑ ӗҫ тӑвать ӗнтӗ — пирӗн мӑн асаттесем тытса пынӑ, пирӗн асаттесем упраса хӑварнӑ халӑх тӗнӗн пурнӑҫне тӑсать. Анчах ҫак пӗчӗк пӗрчӗ евӗр япала та православи тӗнӗшӗн пӳрнене кӗнӗ шӑрпӑк пекех — патшалӑх толерантность пирки кунӗн ҫӗрӗн калаҫать пулин вӗсем пирӗн халӑхӑн авалхи тӗнне йышӑнасшӑн мар. Вӑрманкас патӗнчи юпапа ҫыхӑннӑ пур пӑтӑрмах та, Фёдор Мадуров шухӑшӗпе православӗ пупӗсем хистенипе пулса иртет: малтан ку юпана пуртӑпа такканӑ (хӗрарӑм алли пулни тӳрех паллӑ), кайран лартнӑ йӑмрасене тӳнтернӗ, ҫӑлкуҫа питӗрсе хунӑ. Хальтерех вара, кӑна хӑвсамӑр та асӑрханӑ пуль, ҫывӑхра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку та кӑна мар, юпана кӑларса перес тесе чавма та пуҫланӑ, анчах те хурахӑн вӑйӗ ҫитмен, те такам хӑратнӑ — ӗҫне туса ҫитереймен.

Фёдор Мадуров каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫсем пирки ӑҫта кӑна ҫырман пулӗ — пӗр тӳре-шара та хутта кӗресшӗн пулман.

Ыйтас килет: пирӗн чӑваш тӗнӗ ҫавнашкалах чӑрмантарать-ши? Е православи тӗнӗ халӗ те унран хӑрать — пӗр утӑм туни те ытла та вӗсене шиклентерет-ши?

#тӗнсем, #Шупашкар, #Лапсар ял тӑрӑхӗ, #юпасем, #пӑтӑрмахсем

 

Комментари:

Agabazar // 3293.49.9320
2013.08.07 00:27
Agabazar
Тин кăна çыннăн тĕн туйăмĕсене кӳрентернине хирĕç ÇĔНĔ САККУН йышăннă вĕт Патшалăх Думи.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.07 13:38
Мĕншĕн тесен вырăссем чăвашсене пĕтерсе хума палăртса хунă пулмалла.
2013.08.07 14:00
Аçтахар Плотников
Саккунĕ пур-ха, анчах «такама» айăплаймăн-çке, усал ĕçе тăвакана алран ярса илсен çĕç саккунпа явап тыттарма пулать. Çавăнпа усă кураççĕ те пуль.
Agabazar // 3069.4.1856
2013.08.07 16:34
Agabazar
Криминалист-экспертсем мĕншĕн укçа илеççĕ тата? Шыраччăр, тупччăр! Анчах та кунта, эп ăнланнă тăрăх, ĔÇ те уçмаççĕ мар-и? Тупма май çук пулсан кайран "дело'на хупма та пулать. Кайран.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем