Йӗпреҫ районӗнче кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пульница ӗҫченӗ пациент патне килне пынӑ. Вӑл ун патне сывлӑхне тӗрӗслеме ҫитнӗ.
Анчах 72 ҫулти тухтӑрпа инкек пулса иртнӗ. Вӑл картишне кӗнӗ кӑна – ӑна йытӑ уринчен ҫыртнӑ.
Кун хыҫҫӑн район прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: кил хуҫи йытӑ ытти ҫынна сиен ан кӳтӗр тесе тӑрӑшман. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йытӑ хуҫинчен 20 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Ку – тухтӑра кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн.