Шупашкар хула кунӗ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкар хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ.