Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Нарспи» — пӗр хуплашка айӗнче 7 чӗлхепе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 07.08.2013 09:35 | 1810 хут пӑхнӑ

Паянхи кунсенче «чӑвашлӑх» проблеми ҫивӗччӗн тӑрать пуль, «эпӗ чӑваш» теме имменсе тӑракансен йышӗ те ӳсет пуль, чӑваш халӑх культурипе кӑсӑкланакансем те пуль сахал, ҫапах пӗтӗмӗшлӗ ӳкерчӗк ҫав тери синкерлех мар-ха. Чӑваш наци пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханаканнисем пулсан «чӑвашлӑх» тени упранса пурӑнӗ.

К.В. Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма ҫинчен республикӑра пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Хулари ҫамрӑксем те Нарспи хӗрен йывӑр шӑпи ҫинчен лайӑхах пӗлеҫҫӗ. Ӗмӗр каялла ҫырнӑ хайлав паянхи кунсенче те хӑйӗн кӑткӑслӑхне ҫухатман. Чӑвашсем кӑна мар ытти региосенче те «Нарспие» юратсах вулаҫҫӗ.

Вилемсӗр поэмӑна ют чӗлхесем ҫине малтан та куҫарнӑ, анчах ку таранчен пӗр хуплашка айӗнче темиҫе чӗлхепе куҫарнӑ «Нарспи» пичетленмен. Паян вара чӑваш культури ҫине ал сулманнисем чӑннипех те пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Валери Туркай пуҫарӑвӗпе «Нарспи» поэма пӗр кӗнекере тӳрех 7 чӗлхепе тухнӑ (Шупашкар, 2013). Республика вулавӗшӗсемшӗн, чӑваш литературине кӑмӑллакансемшӗн, К.В.Иванов пултаруллӑхӗпе кӑсӑкланнисемшӗн ку чӑннипех те пысӑк парне.

Ҫакна та палӑртмалла, Валери Туркай пуҫараканӗ кӑна мар, ҫак кӗнекен хайлаканӗ те редакторӗ те пулнӑ. «Нарспие» Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ обществӑлла ыркӑмӑллӑх фончӗн пулӑшӗвӗпе пичетлесе кӑларнӑ.

Хӑйне евӗрлӗ кӑларӑма 6 куҫару кӗртнӗ: вырӑсла (Б.Иринина), тутарла (Ш. Муддариса), пушкӑртла (Р. Кали — Мустай Карим хутшӑнӑвӗпе), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Беде — А. Рона-Таш хутшӑнӑвӗпе).

Вулакансене кӗнекен хуплашки те кӑсӑклантарӗ, ун авторӗ Чӑваш Республики ӳкеревҫи Владимир Агеев (ӳкерчӗк ячӗ — «Нарспипе Сетнер» (1973)). Кӑларӑма вара филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн, литература тӗпчевҫин, публицистӑн Атнер Хусанкайӑн «Нарспи ҫутти» (выр. «Свет Нарспи») кӑсӑклӑ статьи вӗҫлет.

«Нарспи» поэмӑна 7 чӗлхепе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекепе Наци вулавӗшӗнче паллашма пулать.

#Константин Иванов, #куҫарусем, #кӗнекесем, #чӑваш наци вулавӑшӗ

 

Комментари:

Agabazar // 3069.4.1856
2013.08.07 16:07
Agabazar
Тутарла куçаракан Шараф Мĕдеррис Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен тухнă çын. Вăл чăвашла пĕлнĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем