Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Википедин чӑваш уйрӑмӗнче 52 пин статья

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.12.2023 11:29 | 1482 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статьясен йышӗ ҫак кунсенче 52 пинрен иртрӗ. Хыпара ҫырнӑ чухне пӗтӗмӗшле статьясен шутне 52 023 тесе кӑтартать.

Юлашки вӑхӑтра Википедире шаблонсене аталантараҫҫӗ (ку тӗлӗшпе тутар уйрӑмӗнчи Фархат Фаткуллин пулӑшать), Чӑваш Республикнчи ялсем пирки, тата вӗсенчен тухнӑ ҫыннисем ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Фильмсем пирки, тӗрлӗ ӑслӑлӑхри статьясемпе те сахал мар пуянланать. Википедин чӑваш уйрӑмне Раҫҫейӗн инҫетри кӗтесӗсемпе ҫыхӑннӑ статьясем те кӗрсе пыраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть Балкар драма театрӗ ҫинчен статья хатӗрленӗ.

Чӑвашла уйрӑм 2004 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ, 2005 ҫулта вара чӑннипе те аталанма пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Википелдийӗ кунсерен вуншар ытла статьяпа пуянланса пырать, кашни кун пилӗк ҫынран кая мар хутшӑнакан пӗр тӳрлетӳ те пулин тӑвать. Википедин чӑвашла уйрӑмӗ тӗрлӗ енлӗ статьясемпе пуян: кунта Чӑваш Республикинчи ял-хула пирки те, паллӑ ҫыннисем пирки те, ҫав вӑхӑтрах ӑслӑлӑхӑн тӗрлӗ пайӗсем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. Апла пулин те Википедин чӑваш уйрӑмне пуянлатмалли те чылай-ха. Калӑпӑр, республикӑри нумай ял пирки кӗскен кӑна ҫырнӑ. Кашни чӑваш хӑйӗн тӑван ялӗ пирки статья хатӗрлесенех Чӑваш Википедийӗн пахалӑхӗ самай ӳсӗ.

#Википеди, #чӑваш чӗлхи, #тӗнче тетелӗ, #ҫитӗнӳсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5179.8.2827
2023.12.10 13:29
Agabazar
Ҫак 52 023 шутне тӗрлӗрен пулӑшу материалӗсем (шаблонсем тата ытти те) кӗмеҫҫӗ пулмалла.
Ялсем пирки статьясем ҫырасси пирки тӗрӗс асӑрхаттарнӑ.
Вӗсене, ҫав статьясене, пуянлатас та пуянлатас пулать.
Акӑ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Каҫал районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Эппин, мӗншӗн ха унӑн Википедие кӗрсе ҫав статьяна тӗнче тӗлӗнмелле майлаштарас мар?
https://cv.wikipedia.org/wiki/Хырай_Ӗнел
Agabazar // 5179.8.2827
2023.12.10 13:37
Agabazar
Çавăн пекех ялсен чăвашла ячĕсене тупса пĕтересси те вĕçленмен.

Акă Тутарстанти Зай (Заинск) районĕнчи Гулькино ялнех илер. Ялĕ ку самай авалхи. Ăна тахçанах никĕсленĕ. Ун чухне чăвашсем вырăсла та пĕлмен. Эппин, вĕсем хăйсен ялне ниепле те Гулькино теме пултарайман.

Çапла вара ку ятăн чăвашла варианчĕ пурах. Анчах та вăл халь, шел пулин те, паллă мар.

Оренбург облаçĕнчи чылай чăваш ялĕн ячĕ те паллă мар-ха халлĕхе. Абдулино районĕ тĕлĕшпе çеç пурте уçăмлă темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем