Ҫапла, паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне палӑртать. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать.
Ку уява 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн 30-мӗш тӗп конференцийӗнче палӑртма йышӑннӑ. 2000 ҫулта вара ӑна пӗрремеш хут уявланӑ. Уяв тӗллевӗ — тӗрлӗ чӗлхелӗхе тата тӗрлӗ културӑлӑха упрасси. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри пӗтме пултарать. Ку уява ПНОн Тӗп Ассемблейи те ҫирӗплетнӗ (Α/RES/56/262-мӗш резолюци).
Шел те, Чӑваш Ен администрацийӗн сайтӗнче ку уяв пирки пӗлмеҫҫӗ пулас...
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.02.21 14:36 | |
Анонимла // 3926.36.8887
2008.02.21 19:49 | |
Шел те, Чăваш Ен администрацийĕн сайтĕнче ку уяв пирки пĕлмеççĕ пулас...
++++++++++++++++++++++ Чăваш республикин администрацийĕнче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хураççĕ. Çавăнпа нимĕнте тĕлĕнмелли çук. |
http://gov.cap.ru/list2/view/02SV_N ... =49&pos=51&id=633242 — Элĕк районĕнчен
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.as ... =49&pos=40&id=633150 - тата Комсомольски районĕнчен.