Астӑватӑп, эпӗ ача пуҫӗпе чарусӑр ӗҫсем тусассӑн кукамай мана кулкаласа «йӑнӑшман этем — этем мар» тесе калатчӗ. Ку каларӑш ӗнтӗ хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстасене те пырса тивет иккен.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗнче 86 ҫулхи кинемейӗн пӳрчӗ хыпса илнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавӗ вара — ҫулӑм таврашӗпе ӗҫленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманни. Ҫурт-йӗр купалакансем иккен пӳрт тӑрринче ребероид улӑштарнӑ: газ горелкинчен тухакан хӗм вара ӑнсӑртран маччана лекнӗ пулнӑ. Арҫынсем тухнӑ пӑтӑрмахра ҫухалса кайман, хӑйсен вӑйӗпех ҫулӑма сӳнтернӗ. Вӗсене пулӑшма ИӖМ ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Пушара пула вара пӳрт тӑррипе мачча юрӑхсӑрланнӑ, шырлӑх сумми — 5 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне пушара сӳнтернӗ чухне пӗр ӗҫчене сӗрӗм тивнӗ ӑна вара васкавлӑ вырӑнти пульницӑна леҫнӗ.