Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Александра Пайзерова 100 ҫул тултарнӑ. Тыл ӗҫченӗ патне РФ Президентӗнчен саламлӑ открытка ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех кинемее саламлама килекенсем шурӑ кӗлчечек ҫыххи тыттарнӑ.
Александра Пайзерова Шупашкар районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 8 класс хыҫҫӑн медицина колледжӗнче тата суту-илӳпе экономика техникумӗнче вӗреннӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленӗ, окоп чавнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл суту-илӳ тытӑмӗнче, бухгалтерта ӗҫленӗ. Александра Пайзерова пӗтӗмпе 40 ытла ҫул вӑй хунӑ. Вӑл 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ӑна виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ.