Чӑваш Енре «Сальчичон», «Фуэт» тата «ПикШик» ятлӑ аш-пӑш продукцийӗ туса кӑлараҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем хӑйсен ассортиментне патшалӑх пулӑшӑвне пула анлӑлатса пыраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан предприятисене пӗлтӗр 200 миллиона яхӑн тенкӗ субсиди панӑ.
Ҫӗнӗ йышши апат-ҫимӗҫе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Деревенский дворик» (чӑв. Ялти картиш) кооператив тата «Приволжские колбасы» (чӑв. Атӑлҫи кӑлпассийӗ) комбинат туса кӑлараҫҫӗ.
Продукцие «Санар» фирма лавккисенче, «Лента», «Метро» тата «Магнит» сечӗсен лавккисенче сутаҫҫӗ.