Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнӗ.
Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ.
2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш спорт шкулӗ юсав ӗҫне ирттерме строительство организацийӗпе килӗшӳ тунӑ. Инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.