Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Венера Большовӑпа Петр Маркин пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.01.2024 10:47 | 2514 хут пӑхнӑ
Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ. Унта 2006-2022 ҫулсенче пултаруллӑ мӑшӑр, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Венера Большовӑпа Петр Маркин пурӑннӑ.

Венера Петровна йывӑр чир хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Темиҫе кунран Петр Григорьевичӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Венера Большакова 1938 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» радиопа нумай ҫул янӑракан «Ӑраскал» кӑларӑм авторӗ. Венера Петровна 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ.

Петр Маркин Чӗмпӗр облаҫӗнче 1930 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Енре тухса тӑнӑ «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ, унтан телекурава куҫнӑ. Унӑн хайлавӗсем тӑрӑх темиҫе телеспектакль лартнӑ. Вӑл 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ.

#Шупашкар, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Пӗчӗк Этмен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3790.67.3197
2024.01.21 12:23
Agabazar
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сенгилей районӗнчи Ялавӑр чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ.
Саратов облҫӗнчи Балашов хулинче камссамул ӗҫӗнче тӗнӗ та, ӑна вара унтан, хамӑр пек чӑваш тесе, Чӑваш республикине чӗнсе илнӗ.
Йӗпреҫри Вячеслав Тимукова, А. Тарасов тивлечӗпе, Шупашкара чӗнсе илнӗ пек.
Карантай Тимĕрĕ // 2807.36.9378
2024.01.21 19:18
Кай! Иккĕшĕн те вӑрӑм кун-ҫулĕ! Пултаруллӑ культур ĕҫђенĕсем асӑну хӑмине тивĕҫлех!
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.01.22 04:51
КОМСОМОЛ сăмаха КОМСОМОЛ тесе çырмалла, КАМССАМУЛ тесе мар! Эс, мĕн, пуринчен те ăçлăрах тесшĕн-им, Аггабазар?!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем