Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ.
Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки.
Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче.
«Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка.
Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.