Ялсенче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ялта ӗҫ ҫуккипе аптраса хулана «йӑва» ҫавӑрас тӗллевпе ҫул тытаҫҫӗ. Анчах паянхи кунсенче хӑйсен майӗсем ҫине ҫеҫ шанса уйрӑм хваттер туянса ларма пур те пултараймаҫҫӗ. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва вара патшалӑх татса пама тӑрӑшать.
Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ кӑҫал ҫурлан 5-мӗшӗнче йышӑннӑ ятарлӑ 2470-мӗш постановленинче 2013 ҫулхи III кварталӑн пӗтӗмӗшлӗ пурӑнмалли ҫуртӑн 1 тӑваткал метр лаптӑк хакне палӑртнӑ — 28 670,22 тенкӗ. Ку укҫа тӑрӑх социаллӑ тӳллевӗн калӑпӑшне шутласа кӑларӗҫ, ҫурт-йӗр туянма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ чухне усӑ курӗҫ.