Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлтӗр ҫывӑх ҫыннисемпе Египета кайма ӗмӗтленнӗ. Унта Чулхуларан вӗҫсе каймалла пулнӑ. Анчах аэропортра хӗрарӑмпа унӑн ҫывӑх ҫыннисене самолёта лартман, мӗншӗн тесен электрон билетсем суя пулнӑ.
Хӗрарӑм 9 каҫшӑн 261 пин тенкӗ тӳленӗ. Унпа пӗрле амӑшӗ тата хӗрӗ канма кайма ӗмӗтленнӗ.
Турагент хӗрарӑма билет укҫине тавӑрса пама килӗшмен. Шар курни кунпа ҫырлахас темен, суда ҫитнӗ. Суд турагента хӗрарӑма 915 пин тенкӗ тӳлеттермелле йышӑну кӑларса панӑ, ҫав шутра — юрист тытса тӑкакланнине саплаштарма та.