Вырӑс патшалӑх драма театрӗ театр ӳнерне аталантарнӑшӑн Федор Волков ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ. Сумлӑ премие театр директорне Дмитрий Капустина Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Татьяна Голикова вице-премьер панӑ.
Федор Волков - вырӑс режиссерӗ, актер, Раҫҫейре профессионал театрне йӗркелекенсенчен (Александр Сумароков поэтпа пӗрле) пӗри. Сӑмах май, 2022 ҫулта Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.