Ҫӑмӑллӑхпа паракан ял хуҫалӑх ипотекипе усӑ куракансен пирвайхи взноса унчченхи пек 30 процент тӳлемелле мар, 20 процент ҫеҫ кирлӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ программа ҫӗршывӗпех пурнӑҫланать. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем те ун пек майпа 2020 ҫултанпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра 1500 ҫемье хӑйӗн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма пултарнӑ. Ҫемьсем вӑтамран 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Чи пысӑк кредит виҫи — 12 миллион тенкӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека ставки ҫӗршывра 3 процентпа танлашать пулсан, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен хӑшӗсен унран та сахалрах тӳлемелле. Сӑмахран, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен, нумай ачаллисен, ялти ҫамрӑк специалистсен — 0,1 процент; агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансен — 0,5 пооцент.