Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Марина Карягина драматург пьесипе «Ҫӗн Кун Ачи» спектакль лартассипе Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев режиссёр тӑрӑшать.
Калмӑк режиссёрӗ Ҫеҫпӗл Мишшипе театр чӗлхи урлӑ паллаштарма тӗллев лартнӑ май Ҫеҫпӗл пурӑннӑ саманана сӑнарласшӑн.
«Ун чухнехи шухӑшсем паян та актуаллӑ. Хамӑр утӑмшӑн хамӑрӑн яваплӑ пумалла», — тесе шухӑшлать иккен асӑннӑ театрта виҫҫӗмӗш спектакль лартакан режиссёр.
«Ҫеҫпӗл Мишши хӑйӗн 22 ҫулӗнче туса ӗлкӗрнӗ ӗҫӗсемшӗн пирӗн ун умӗнче пуҫа таймалла. Унӑн кӗске кун-ҫулӗнче темӗн те пулнӑ. Вӑл хӑйне тӗпӗ-йӗрӗпе, мӗн юлмиччен ҫынсене панӑ. Вӑл утса тухнӑ кӑткӑс ҫула пурте тӳсеймӗ», — каласа кӑтартнӑ Борис Манджиев театр сайтӗнче вырнаҫтарнӑ интервьюра.