Шупашкарта иртекен «Ҫӗрулми» курава нумай ҫын килсе курнӑ, ҫӗрулми нумай туяннӑ. Пӗрремӗш кунхине кӑна 30 тонна ҫӗрулми сутӑннӑ. Пӗлтӗр халӑх куравра 45-50 тонна ҫӗрулми туяннӑ.
Ҫын нумай килнине кура ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ака уйӑхӗнче каллех курав йӗркелессине пӗлтернӗ. Тепӗр ҫулхине вара курава тӳрех темиҫе вырӑнта йӗркелесшӗн.
«Курав уҫӑлчӗ кӑна-ха, черетсем вара ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ. Кун пеккине тахҫанах курман. Сутассине, паллах, кӑштах лайӑхрах йӗркелемелле», - тенӗ Сергей Артамонов министр.