Республикӑра ӑратлӑ выльӑх куравне ҫулсерен йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ӑна ирттерӗҫ. Хӑҫан тата епле йӗркелесси пирки ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекенсен ҫак кунсенче иртнӗ канашлӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Ӑна хальхинче авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине кура кӑҫал та сахал маррӑн хутшӑнас шанчӑк пур. Курава никама пӑхӑнман сӑнавҫӑ евӗр хутшӑнма ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен «Чувашское» обществӑн гендиректорне Иван Козина шаннӑ.