Чӑваш Енӗн Культура министерстви муниципалитетсенчи кинозалсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Канашлу Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.
«2023 ҫулхи нарӑс уйӑхнчен тытӑнса эпир документлӑ тата илемлӗ наци фильмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ кинозалсенче кӑтартатпӑр. Кӑҫал та ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сеанссен расписанине малтанах йӗркелеме тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма сӗнетпӗр», — тенӗ Светлана Каликова министр.
Иртнӗ ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗмӗрлери кинозалсене халӑх ытларах ҫӳренӗ. Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи кинозалсенче халӑх сахал пулнӑ. Чи лайӑх кинозалсен ертӳҫисене министерство Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.