Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашсене вырӑс литературипе публицистикинче епле сӑнланипе паллаштарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.03.2024 12:46 | 1697 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографи пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литературин кафедрин профессорӗ Людмила Сарбаш ҫырнӑ.

Людмила Николаевна – 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, Чӑваш Республикин гуманитари наукисен енӗпе патшалӑх премийӗн лауреачӗ. 2009–2010 ҫулсенче вӑл Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ ирттерекен тӗпчевсене хутшӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Изображение народов Среднего Поволжья в русской литературе и публицистике XIX века» темӑпа публикацисем ҫырнӑ.

Вырӑс сӑмахлӑхӗнче чӑвашсем пирки епле калани чӑваш этносӗшӗн яланах кӑсӑклӑ пулнӑ. Чӑваш писателӗсем вырӑс писателӗсем, публицисчӗсем, тӗпчевҫисем пирӗн ҫинчен каланисемпе пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ.

«Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографире вара автор пуян этнографин анлӑ сийне илсе кӑтартнӑ. Кӗнекене алла илекенсем М.Е. Салтыков-Щедрин, С.В. Максимов, А.А. Потехин, А.А. Коринфский, Вас. Ив. Немирович-Данченко, Ф.Д. Нефедов тата ыттисем чӑвашсене епле сӑнланипе те паллашма пултарӗҫ.

#чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #ӑсчахсем, #Кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.14 19:18
Agabazar
Ку кĕнекене хак пама хăьтланакан «талантлă рецензентсем» тупăнаççех пуль.

Манран сĕнÿ: Мĕн каланине мар, мĕн каламасăр хăварнине ытларах сăнамалла.

Эппин, сăнăр-ха, Сарбаш юлташ хăй мĕне асăрхамасăр хăварнă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем