Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Логопедсемпе дефектологсем кирлех

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 17.08.2013 11:11 | 1169 хут пӑхнӑ

Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер. Ытти районта вара пачах ҫук. Ларӑва хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗренӳ учрежденийӗсене логопедсемпе тата дефектологсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама хушса хӑварнӑ.

#вӗренӳ, #сывлӑх, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Улатӑр, #Канаш, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем