Чӑваш Енре кӗрхи культурӑсем юр айӗнче пӗтме пултарнӑ. Ҫавна май республикӑра инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Культурӑсем мӗншӗн пӗтме пултарнӑ-ха? Юр хулӑн пулнине, ҫӗр шӑнманнипе. Раҫҫей Гидпрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче 3 сантиметр тарӑнӑшри тӑпра 0 градус патнелле пулнӑ.
Халӗ мӗн чухлӗ культура пӗтме пултарнине шутлаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫакнашкал режим пулнине унччен Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле округӗсенче палӑртнӑ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 9 пине яхӑн гектар ҫинчи культура пӗтнӗ. Пӗтӗмӗшле такак – 50 миллиона яхӑн тенкӗ.