Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫак кунсенче тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерееҫҫӗ. Акци Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланӑ, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырать. Ӑна ӗнер иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ.
Акци тӗллевӗ – йӑлари тонометрсене вӑхӑтра тӗрӗслени юн тымарӗсемпе чӗре чирӗсемпе кӗрешесси ҫинчен аса илтересси.
Росстандартӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем 2023 ҫулта виҫӗ кунта 1057 тонометр тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 91-шӗ (е 9 проценчӗ) усӑ курма юрӑхсӑррине палӑртнӑ.
Тонометрсене паян тата ыран ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 42-мӗш ҫурт, ирхи 8-тан пуҫласа 14 сехетчен. Ыран — Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче (Винокуров урамӗ, 68-мӗш ҫурт) 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен.