Этемӗн пултаруллӑхӗ чикӗсене пӗлмест. Ҫак шухӑш патне тухрӑм Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр кӑсӑклӑ хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн.
Нумаях пулмасть халӑх корреспонденчӗн Владимир Спиринӑн ӗҫрен таврӑннӑ чухне Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи Хусанкай урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче кӑсӑклӑ ӳкерчӗк сӑнама май лекнӗ. Электричество пралукӗн линийӗнче спорт пушмак мӑшӑрӗ ҫакӑнса тӑнӑ имӗш. Ку култармӑшран журналист фотоаппарат ҫине ӳкермесӗр иртсе кайма пултарайман.
Ӳкерчӗке сӑнанӑ хыҫҫӑн пуҫра пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: «Мӗнле майпа мӑшӑрӑн пӗр пушмакӗ те мар, иккӗшӗ электричество пралукӗ ҫине улӑхса ларма пултарнӑ?» Тен ывӑтаканни хӑйӗн уйрӑм рекордне тӑвасшӑн пулнӑ, ара кам-ха Гинесс рекорд кӗнекине кӗме хирӗҫ пулӗ. Ҫапах та мӗнпур ҫитенӳре тӑкаксемсӗр пулмасть. Ывӑтаканнин вара пушмаксӑр тӑрса юлмалла пулнӑ.