Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра, 17-мӗш хутра, каччӑ балкон урлӑ каҫса аялалла сикме тӑнӑ. Ҫакна ҫынсем асӑрханӑ та часрах полицие шӑнкӑравланӑ.
Вырӑна Максим Родионов старшина тата Никита Черноносов сержант ҫитнӗ. Пӗри аялта юлнӑ, каччӑпа громкоговорительпе калаҫнӑ. Тепри 17-мӗш хута хӑпарнӑ та меллӗ самант тупса 20 ҫулти каччӑна балкон ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ.
Техникумра вӗренекен ҫак студента тухтӑрсен аллине панӑ.