Шупашкарта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла 9 ҫулти арҫын ачана вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви ачана кукамӑшӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шутлать. Верси ҫакнашкалтарах: кукамӑшӗпе мӑнукӗ хваттерте пулнӑ (унта ача, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ пурӑннӑ). 61 ҫулти кукамӑшӗ тахӑш самантра мӑнукне пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл килтен тухса кайнӑ. Ӑна полицейскисем дачӑра тытса чарнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнсан ача виллине тупнӑ.
Мӑнукне мӗншӗн вӗлернӗ? Следстви ҫакна уҫӑмлатать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма ача хӑйне мӗнле тытни килӗшмен.
Следстви суда хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ.