Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Истори авӑрӗсене анса пӑхсан...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 26.04.2024 09:56 | 4109 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

(Людмила Сачковӑн «Авӑр» историлле романӗ пирки)

 

Юлашки ҫулсенче чӑваш хӗрӗсем тулли романсемпе самаях савӑнтарчӗҫ. Лайӑх-и, витӗмлӗ-и, тен, аплах та мар-и — маншӑн савӑнса та шухӑшласа вуламалли тупӑнсах пычӗ.

Сиктермесӗр сӑнаса пыракан паллӑ журналист, драматург, редактор, ҫыравҫӑ Людмила Николаевна Сачкова ҫинчен «Тӑван Атӑл» журнал умлӑ-хыҫлах темиҫе хӑтав (статья), хӑйӗн тишкерӗвне, фотоӳкерӗксене тата «Авӑр» романӗн сыпӑкӗсене пичетлесе пычӗ (ТА, 2022, 11, 12; 2023, 1, 2, 11). «Паян манӑн ҫыру сӗткелӗ ҫинче — «Авӑр» историллӗ роман-трилогин иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗш кӗнекине «Сиксе юхать Хула ҫырми» ятпа тухнӑскерне, ӑсчахсемпе вулакансем сӗнӗвӗсене шута илсе чылай улшӑну кӗртрӗм, истори пайне ҫӗнетрӗм, пуянлатрӑм. Тӑван ялӑн историне пикенсех тишкернӗ майӑн истори хӑй ман пата киле пуҫларӗ халь» — ҫырчӗ автор.

Алла кӑранташ тытсах вуласа пытӑм. Хамӑн хытса ларнӑ йӑлапа, шкулти пек ӗнтӗ, тӳрех мӗнле тема, тӗп шухӑшӗ ӑҫта, хӑш вӑхӑт, ырӑ-усал сӑнарсем пулса тухнӑ-и, хирӗҫтӑрусемпе (конфликтсемпе) ӗртӗсем (сюжет йӗрӗсем) пур-и-ха тесе шӑрпӑклантӑм. Вулама юратакан ҫын ун пек-кун пексемпе аппаланса лармасть. Килӗшет-и ӑна хайлав, чуна туртакан ӳкерчӗксем пур-и, чӗлхи ҫыпӑҫуллӑ-и, хӑш геройӗ чуна выртрӗ — ҫавсене тупать те, йӑлтах вуласа тухать,

Юратмалли сӑнарсем романра сахал мар Якку гвардейцӑпа унӑн арӑмӗ Наҫтиҫ, ашшӗ Ҫимун, ывӑлӗ Василипе арӑмӗ — хаяр лесник Элекҫей хӗрӗ, ҫӗрме пуян Чикан Макар, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ комиссарсем...

Малтанинчен чылай лайӑхрах ҫырать ҫыравҫӑ. Ҫыру чӗлхи Людмила Сачкован яка та таса. Хӑҫан-камран вӑл сайра тӗл килекен сӑмахсене, вырӑнти каларӑшсене селӗм кӗртсе хурать; амитке, йӗпсерӗ, тӗтхӗрт, ытлаван...

Этемпе ҫутҫанталӑк сӑн-сӑпатне иленмелле кӑтартать. Романӑн малтанхи пайӗнчи сӑнар Якку Семенов лейб-гвардейцӑ пулмах ӗнтӗ «Пуринчен те ҫӳллӗрех ҫитӗнчӗ. Сарлака хулпуҫҫийӗ ҫинче сар ыраш хӑмӑлӗ пек сарӑ та кӑтра ҫӳҫӗ лӑстӑр силленсе выртать. Ашшӗ ӑна чӳлмек тӑхӑнтартса касать-ха, ҫапах та ҫак кӑтра ҫӳҫ ниме пӑхмасӑрах вӗҫсе тӑрать — хуҫи пекех». Хуҫи пекех. Систерет-и сӑнар мӗнлине? Питӗ шеп.

Автанлӑ ял илемне ытла капӑрлатса ҫырнӑ-иҫ тесе шутларӑм малтан. Тепре вуларӑм та — савӑнсах кайрӑм: ху ҫырса пӑх-ха ҫапла, пулать-и? «Шурӑмпуҫ хӑпарсан хитре кӑна хӗвел вӑранса куҫне уҫрӗ. Шевлисене сапаласа тутлӑн карӑнса илчӗ те, вӑранас-ши, ҫывӑрам-ши кӑштах тенешкел, шуҫӑм сӑпкинче кӑтӑш пулса илчӗ. Вара чалтах сиксе тӑрса тӳпере ярӑнса чупа пуҫларӗ. Е хӑй тавра хӑй ҫаврӑнать, е юханшывпа куҫ хӗсмелле вылять, е тата пӗр-пӗр кӑпӑшка пӗлӗт хыҫне пытанать, Ним асра ҫук ҫӗртен сиксе тухать те каллех йӑлтӑр-йӑлтӑр кулма пуҫлать» («Ҫӑкал ҫыранран тухсан» сыпӑк пуҫламӑшӗ).

Патӑрьел, Пӑва, Улатӑр, Шӑхран, Йӗпреҫ таврине илнӗ ҫыравҫӑ. Ӗмӗрсен чиккинче ҫаврӑнаҫҫӗ ялти кунсем, Питӗрти хӗсмет, Парамоновӑри хаяр ҫапӑҫусем, тайгари ссылка вырӑнӗсем. Ҫулӗсене те кӑтартса пынӑ: 1890, 1918, 1919. Историе ҫырӑнса юлнӑ паттӑрсенчен романра Крепковпа Космовский комиссарсем пур. Ку тапхӑра эпӗ аван пӗлетӗп. Космовскисен тӑван Никишино ялӗнче шкул ачисемпе ҫӗрулми кӑларса тӑтӑм, ун чухне комиссара астӑвакансем пурнатчӗҫ-ха. М.В. Румянцев кӗнекине пӗрле сӗтӗрсе ҫӳреттӗм. Романра документсенчен илнӗ справкӑсене лартнӑ. Паллӑ тӗпчевсенчен те эпиграфсем илсен питӗ вырӑнлӑ пулатчӗ тетӗп. Ку вара документсемлӗ, илемлетнӗ истори жанрне татах тарӑнлатнӑ пулӗччӗ. Халӗ Юрий Санпа («Упи каҫман ҫырминчен» роман) иккӗшӗн пуҫламӑшӗ ҫеҫ-ха.

Сыпӑксене вуласан шухӑшсем сапаланчӗҫ. Роман икӗ пая уйрӑлса кайрӗ пек. Ӗҫсен ҫыхӑнӑвне курмарӑм. Ҫӗнахпӳртсен паттӑрӗсем Питӗрте лейб-гвардире хӗсметре тӑни, унӑн ывӑлӗ Ваҫили те ҫарта ҫивӗч пулни, ялта шур кӗрӗкпе ҫӳренӗ Элекҫей Енисей шывӗнче хӑй ирӗккӗн пуҫ янин йӗрне тупаймасӑр тӑхтаса тӑтӑм. Вулам-ха тӗплӗрех кӗнеки писчетленсе тухсан терӗм. Роман ячӗ мана килӗшмерӗ. «Авӑр» ятлӑ роман Сергей Павловӑн пур. Раснарах ят ҫук-и вара? тесе ыйтрӑм Людмила Николаевнӑран. Романра темиҫе вырӑнта Пӑла шывӗн авӑрӗсене асӑннӑ. Паллах, кунта сӑмах шыв авӑрӗ ҫинчен мар — историпе ҫын кунҫулӗн авӑрӗсем ҫинчен пырать. Ҫартан ҫуран ҫитнӗскере, икӗ Георги хӗресӗллӗ салтака, хӗрӗнкӗ Якку гвардейца, ашшӗ «хура шӑши» Наҫтиҫа, вунулттӑри хӗрачана, вӑйпа тупса парать. Якку ывӑлӗ Василий юратнӑ-юратман хӗре вӑрласа кӑларнӑ чухне шӑнтса чирлеттерет. Кун пек йӗркесӗр туйсем пулнӑ пулӗ пурнӑҫра, анчах эпӗ герой-салтаксене чӑваш писателӗсем чухӑн каччӑсенчен те айванрах кӑтартнине йышӑнмастӑп. Мана акатуй, мӑнкун, пасар, ӗҫкӗсем, юмӑҫсем ҫинчен кашни-хӑш писатель пӗр пек ҫырнисем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Тиркеме васкам мар... Алҫырӑвне вулаттарма пулнӑччӗ ҫыравҫӑ. Тивӗҫлӗ пулаймарӑм, хӑямат. Кӗнеки тухасса кӗтем-ха.

Л.Н. Сачкован Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра «Мӗн ҫӗнни калаҫҫӗ авторсем» статйинчи пек шӑкӑрин мухтас шут ҫук манӑн. Ӑнӑҫлине тиркеме те юрамасть, паллах. Хальхи паснаҫӑсем (прозаиксем) укҫашӑн та ятшӑн романсем ҫырмаҫҫӗ. Вӗсен ҫырас хӑвачӗ пур, вӗсен ҫырас килет. Вӗсене тивӗҫлӗ ҫивӗч критиксем кирлӗ. Эстетикӑпа философи шухӑшӗнче критика ҫук ҫав пирӗн. Петӗр Хусанкай шайӗ пачах курӑнмасть. Юрать «Тӑван Атӑл» журнал тӗременӗ Арсений Тарасов хӑй критик ӗҫне ҫирӗп тытса пырать, лайӑххине ҫӳп-ҫапран уйӑрма пӗлет.

«Авӑр» сыпӑкӗсем - лайӑх хайлав никӗсӗ тесе шутларӑм.

 

Виталий Станьял

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #кӗнекесем, #хаклавсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3159.79.9160
2024.04.26 17:36
Agabazar
Хулаçырми ăнлава пĕрле çырмалла.

Ку çырма Çĕнĕ Ахпÿрт витĕр юхса Пăлана сулахай енчен пырса кĕрет. Пысăк шыв мар ĕнтĕ вăл. Кунта асăнакан Çăкалтан та пĕчĕкрех.

«Казаков» хушаматлă вĕтĕр-шакăр шкул ачи Çĕнĕ Ахпÿрт таврашĕнчи микротопонимика пирки питĕ аван тĕпчев ĕçĕ çырнă. Вĕрентевçĕсем пулăшнипе ĕнтĕ. Вăл япала Интернетра та пулма кирлĕ.

Космовскийĕн тăван Никишино ялĕ тенĕ. Анчах та патша саманинчи документсенче унашкал ял çук. Чăннипе «Никитино» тесе палăртнă пулмалла.

Анчах та тахăш вăхăтра Никитино тенине Никишино вариантпа официаллах улăштарнă. Ялĕ те икĕ пая пайланса кайнă — Пĕрремĕш Никишино тата Иккĕмĕш Никишино. Унта пурăннă юлашки çынсем, тĕпрен илсен, юнашарти Улмаллă яла куçса ларнă пурăнма.

Чăвашла Микиш пулма кирлĕ? Анчах та чăнахах та çаплах-ши? Пĕлекенсен пулăшăвĕ кирлĕ кунта. Тен, В П Станьял пулăшĕ. Ара, вăл хăй унта пулса курнă вĕт. Унран пулмасан тата камран ыйтмалла?
Яптвн // 2819.65.7740
2024.04.27 11:32
Хулаҫырмие, Суохуланв уйрӑм ҫырнӑшӑн Сачовапа Старьяла -и ятламалла? Уйӑраканнисем урёххисем!
Agabazar // 1068.80.7009
2024.04.28 07:52
Agabazar
Мĕн ялан мĕн каланине ятласси е мухтасси тĕлĕшĕнчен çеç пăхан? Çав япаласенчен уйрăм пăхма май çук-им?

Мухтасси е ятласси пирки каламан вĕт.

Паллă ĕнтĕ, алçырăва кĕнеке кăларавăшне илсе пынă та. лере вара хăйсене кирлĕ пек майлаштарнă.
"Лешкукша // 3115.8.3883
2024.05.02 12:05
Отзывсем çук.Значит, çынсем кĕнеке вуламаççĕ. Жкрналне тоже.
Евразиец // 3447.04.5759
2024.05.06 11:33
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.3-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем