Патӑрьелте ҫӗнӗ морг тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Морг тумашкӑн 41 миллион та 517,5 пин тенкӗ кӑларса хума хатӗр.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Морг пӗр хутлӑ пулӗ, ӑна кирпӗчрен тумалла. Вӑл Патӑрьел районӗн тӗп пульницин территоринче 1980 ҫулта туса лартнӑ ҫурт ҫумӗнче пулӗ. Палартмалла: районсен хушшинчи паталогоанатоми уйрӑмӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел округӗсене йышӑнать.