Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш наци телевиденийӗнче ачасем валли тепӗр вырӑсла передача тухать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 21.08.2013 11:39 | 1623 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 2-мӗшӗнчен те пирӗн телевидени ҫӗнӗ передачӑпа пуянланать. Чӑваш чӗлхипе кӑларма тӑкаклӑрах е наци чӗлхине пӗлекен шӑпӑрлансем ҫукпа пӗрех тесе шутланине кура пулмалла, ҫӗнӗ передача вырӑсла пулӗ. «Акилбупсер» ҫӗнӗ передача 20:30 сехетсенче эфира тухма тытӑнӗ. «Кун пек ята ӑҫтан шутласа кӑларма пултарнӑ?» текенсем вара хуравне передача ятне хыҫалтан малалла вуласан пӗлме пултарӗҫ.

Ҫак программӑран республика шӑпӑрланӗсем шкулти хыпарсене пӗлсе тӑма, пултаруллӑ тантӑшсемпе паллашма тата хӑй вӗренекен класӗ е кружок ҫинчен каласа пама пултарӗҫ.

Программа ертӳҫи «Куча мала!» тата «Бухты-барахты» ача-пӑча передачисен авторӗ — Мария Шоклева. Ҫитес кӑларӑмсенче ҫамрӑк корреспондентсем «класа ҫӗнӗ вӗренекен пек кӗни еплерех вӑл?» ыйтӑвӑн хуравне хӑйсен тӗслӗхепе кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасенчен вак-тӗвек ҫиневӗсем мӗн чухлӗ тӑкакланине тӗпчесе пӗлӗҫ, чӑн-чӑн министртан тата республикӑри ытти паллӑ ҫынсенчен интервью илӗҫ.

Хыпарсемпе паллаштарма е сюжет темине сӗнме кӑмӑл тӑвакансем ҫак телефон номерӗпе 64-11-11 шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Сӗнӳсене йышӑнаҫҫӗ пулсан, манӑн хамӑн та телевиденийӗ шӑнкӑравлас кӑмӑл пур. Республика Элтеперӗ Шупашкара «чӑвашлатма» шутланӑччӗ мар-и? Вара мӗншӗн тата Чӑваш наци телевиденийӗнче вырӑс передачисен йышӗ ӳсет? Кайран вара «мӗншӗн ачасем вырӑсла пуплесшӗн кӑна» тесе ӗнсисене хыҫса лараҫҫӗ.

#ачасем, #чӑваш чӗлхи, #наци телевиденийӗ, #телекурав, #вырӑс чӗлхи

 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.21 12:14
Мускав инçекуравĕ вырăссене çитмест пулĕ?
Agabazar // 6217.3.4414
2013.08.21 14:10
Agabazar
Ыйтмалла мускавсенчен (1-мĕш канал, НТВ т.ыт.те), кăларса паччăр пирĕн ачасем валли чăвашла передачăсем. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.21 18:33
Пачах та урăхла. Вырăссене яланах пурте сахал.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем