Ҫитес кунсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗ Ҫӗпӗре тухса кайӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Красноярск хулинче «Сибирь. TERRA MAGICA» фестиваль-конкурса хутшӑнӗ.
Регионсем хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Урал, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи Пукане театрӗсем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль программине экспертсен канашӗ йӗркелет. Программа тӗп, вӗренӳ тата хушма (off-программа) пайсенчен тӑрать.
Чӑваш пукане театрӗ фествиалӗ «Король Лир» спектакльпе off-программӑна хутшӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра тата 18 сехетре Красноярскри музыка театрӗнче кӑтартӗҫ.