Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тренккассинче врач амбулаторийӗ тума тытӑннӑ. Халӗ унӑн кирпӗч стенисене хӑпартса пӗтернӗпе пӗрех. Шыв пӑрӑхне тата канализаци пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ. Нумаях пулмасть «СКОМ 21» организаци (ӗҫе подрядчик пулса вӑл пурнӑҫлать) ҫивиттие витӗ.
Объекта епле хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов пырса кайнӑ. «Строительство ӗҫӗсем аван пыраҫҫӗ», – ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ Владимир Николаевич.
«Ҫӗнӗ здани пӗр хутлӑ пулӗ. Унта ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пулӗ», – тенӗ Зоя Ефимова тата Наталия Оливанова медсестрасем.
«Пирӗн ялта врач амбулаторине тунишӗн питӗ савӑнатпӑр. Пирӗн посёлок ҫамрӑк, ачасем ялта нумай», – хавхаланса калаҫнӑ ҫав ялта пурӑнакан Галина Вылегжанина.