Каҫал тӑрӑхӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫула тухнӑ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. «Соболь» автомашина водителӗ ӳсӗр пулнине полицие шӑнкӑравласа систерекенсем пулнӑ. Машина ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне сулӑннӑ.
Комсомольски ялӗ патӗнче автомобиле йӗрке хуралҫисем чарнӑ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Водитель Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен пулнӑ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчен рабочисене илсе килме тухнӑ.