Ӗнер каҫхине Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Хӑш-пӗр ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов унта каҫхинех килсе ҫитнӗ.
Поселокра 16 ҫурт тӑррин шиферӗ сиенленнӗ, электричество ҫук. Авариллӗ бригада паян ирхинех пралук ӑҫтан татӑлнине шырама тытӑннӑ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
«Атӑл» управляющи компанийӗ Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн специалисчӗсемпе пӗрле пур ҫурта та тӗрӗслесе тухӗҫ, дефект ведомоҫӗсем хатӗрлӗҫ.