Шупашкарти тӗп пляжра ҫӑлавҫӑсем арҫынна шыраҫҫӗ. Ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле шыва кӗнӗ те ҫухалнӑ.
Ку ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре пулнӑ. Водолазсем ӑна паян ирех шырама тытӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫак пляжра ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче тӗп пляжран инҫех мар шыва кӗрсе 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путнӑ. Вӗсем шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ачасем шыв хӗрринче аслисемсӗр пулнӑ.