Йӗпреҫ округӗнчи утарҫӑсем кулянаҫҫӗ: унта пыл хурчӗсем нумай вилеҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Ҫакна вӗсем уй-хире ҫум-курӑка пӗтерекен химикат сапнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ, вилнӗ вӗлле хурчӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пыл хурчӗсем Хурамал ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗнӗ Выҫли, Чӑрӑшкасси, Хумри Ишек ялӗсенче вилнӗ. Унта пыл хурчӗсен 50 проценчӗ вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫакӑ рапс уйне пестицидсемпе сапнипе пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шӑпах халӗ, утӑ уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче, сапнӑ-мӗн. Кун пек ӗҫсем туса ирттересси пирки вӗлле хурчӗ ӑстисене юлашки хутчен ҫӗртмен 16-18-мӗшӗсенче асӑрхаттарнӑ-мӗн.