Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 1986 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ.
Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн чатӗнче ҫакна сӳтсе яваҫҫӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑмӑн 4 ача юлнӑ. Ашшӗ вара пӗлтӗр вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫемьене, ачасене пулӑшас тесе укҫа пухма тытӑннӑ.
Аса илтерер: ҫав каҫах Шупашкарти тӗп пляжра ӳсӗр арҫын путса вилнӗ.