Республикӑра уҫӑ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ӗнер каллех шӑрӑх пуҫланчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне тӑршшӗпех 26-31 градус ӑшӑ пулӗ. Уяр пулнӑран сулхӑнра та пӑчӑ туйӑнӗ.
Ҫумӑр ҫӑвӗ-и? Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ, ҫавна май вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвас шанчӑк ӳсет. Ку - юнкунран пуҫласа, кӑнтӑрла хыҫҫӑн. Анчах ҫумӑр ҫусан та ҫанталӑк пӑчӑ тӑрӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере 35-37 градус таран шӑрӑх пулма пултарӗ.