Шупашкарти 28 ҫулти тухтӑр патне хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ та банкри ултавҫӑ-ӗҫченсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ҫамрӑк тухтӑр вӑл мӗн каланине туса пынӑ: кредитсем илсе укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе - 1,5 миллион тенкӗ.
Хайхискер тепӗр эрнерен кӑна укҫана никам та каялла тавӑрса памассине ӑнланнӑ. Тухтӑр полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.