Раҫҫей халӑхӗ эрех нумай ӗҫни тӳре-шарана вӑйлах пӑшӑрхантарать пулас. Хӑй вӑхӑтӗнче «типӗ саккун» йышӑнни те пулнӑччӗ, халӗ те чӑрмавсем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ: эрех таврашне, сӑмахран, халь пӗчӗк лавккасенче сутма чарнӑ, ку ӗҫпе ӗҫлес тесен те ятарлӑ лицензи илмелле. Паянхи саккунсемпе унсӑр пуҫне эрех-сӑрана каҫхи сутма юрамасть.
Тепӗр ҫӗнӗ саккунпа «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партине кӗрекен Олег Михеев — вӑл энергетика енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ пулса тӑрӑшать — тухнӑ иккен. Ҫӗнӗлӗхпе килӗшӳллӗн эрех-сӑрана алри укҫапа сутма чармалла имӗш, ӗҫес килсен банк карточкисемпе ҫеҫ туянма май памалла.
Саккуна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх малтанхи чарусем ҫӗршыври лару-тӑрӑва ытлашшиех улӑштарайман имӗш — Раҫҫей ҫав-ҫавах чи нумай ӗҫекенсен йышӗнче тӑрать иккен. Карточкӑсемпе кӑна сутни вара ӗҫкӗҫсен йышне чакарнисӗр пуҫне эрех-сӑра епле сутӑннине те лайӑхрах тӗрӗслеме май парасса шанать Олег Михеев.
Паллах, кунашкал саккуна йышӑнас умӗн ытти ӗҫе самай тума тивӗ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Думи ӑна пурнӑҫа кӗртессин шанӑҫӗ пысӑках мар.