Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Етӗрне хула кунӗнче чӑвашлӑх валли вырӑн тупӑнман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.08.2013 21:32 | 1606 хут пӑхнӑ
Тӗп сцена
Тӗп сцена

Етӗрне хули республикӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Чикки вырӑс Чулхула облаҫӗпе юнашар иртет. Иртнӗ шӑматкун унта хула кунне палӑ тунӑ — концертсемпе, конкурссемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе. Салют пирки те манман уява хатӗрлекенсем. Шел те, Етӗрне хула кунӗнче чӑвашлӑх текенни ют пулни сисӗннӗ иккен. Кун пирки уява курма килнисем пӗлтереҫҫӗ.

Уявпа саламласа ҫырнӑ пӗр чӑваш саламӗ те тупӑнман иккен — аса илме, Етӗрне районӗ Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсем пек вырӑс тӑрӑхӗ шутланмасть. Унсӑр пуҫне чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнине шута илсе тӗп сцена ҫинче те пулин икӗ чӗлхепе ҫырмаллах пулнӑ ӗнтӗ. Республика Элтепӗрне вырӑсла юрлакан фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илни ҫинче чылай чарӑнса тӑмӑпӑр, ку хула — Сӗнтӗрвӑрри пекех — вырӑссен хули шутланать, унта та вырӑс фольклор ушкӑнӗсем чылай пуль.

Уява килнисене хулара Республика ялавӗсем ҫукки вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ тет — ҫав хушӑрах Раҫҫей ялавӗсем сахал мар урамсенче вырнаҫнӑ.

Концерт тӗлӗшӗнчен чӑн та чӑвашла ушкӑнсем ҫук мар пулнӑ, анчах та вӗсем сцена ҫине тухсан пирӗн чӗлхе хӑшӗ-пӗрне темшӗн килӗшмен, «хватит петь на чувашском!» тесе кӑшкӑракансем те тупӑннӑ, Виктор Петров артиста та «говори на русском» тесе ыйтакансем тупӑннӑ. Вӑл ҫынсем, паллах, ҫав хушӑра толерантность пирки те, хӑйсем Чӑваш Республикинче пулнине те манса кайнӑ пулас. Полици ҫыннисем те — йӗркене хураллакансем — вӗсене асӑрхаттарма мехел ҫитереймен.

#Етӗрне, #Етӗрне хула кунӗ, #чӑвашлӑх, #уявсем

 

Комментари:

2013.08.26 22:21
Аçтахар Плотников
«Улатăр районĕнче чăвашсен йышĕ 20—25 процентран кая мар.»
Унта вăл процента çав Эйпеç текен тăрăх ытларах парать пуль — вĕсем чăн та пит маттур!
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 22:26
Agabazar
Улатăр районĕнчи чăваш ялĕсем: Кивĕ Эйпеç, Çĕнĕ Эйпеç, Суйкăн, Паснапуç тата темиçе пĕтме пуçланă ял пеккисем. Первомайски поççолăкĕнче чылайăн.
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 22:30
Agabazar
Етĕрне —республика пĕлтерĕшлĕ хула мар. Урăхла каласан, вăл районăн пайĕ пулса тăрать.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.26 22:40
Ку вăл - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине пĕлтерет. Эпĕ ун пирки тахçанах пăшăрханса калатăп, анчах та мана хирĕç япăх сăмахсемпе хирĕçлеççĕ.
2013.08.26 23:13
Аçтахар Плотников
Çавах хула вĕт вăл. Ял мар. Тата авалхи хула, Канаш пек çĕнĕскер мар. Вырăссе унта ĕмĕртенпех тĕпленсе пурăннă (хальтерех кăна чăвашсем унта йышлăланнă)... Çак пĕтĕмпех витĕм кӳрет те ĕнтĕ.
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 23:25
Agabazar
Хула ĕнтĕ. Етĕрне 1551-мĕш çулчченех пулнă. Етрĕ ятлă çын ячĕпе. Кайран кунти çынсене хăваласа янă çĕнĕ администраци. Лешсем Сăр тепĕр енче Етĕрнекасси никĕсленĕ.http://ru.wikipedia.org/wiki/Ядрин
Чăвашсем:66,7%; вырăссем:31,1%.
2013.08.26 23:50
Аçтахар Плотников
Халь хыпара улăштарса тăмăп ĕнтĕ. Менле пулчĕ — çапла пулчĕ. Чи кирли — информацие пĕлтертĕм :)
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.27 00:16
Agabazar
Кирлĕ мар улăштарма. Энциклопеди çырмастпăр вĕт.
Петер // 4186.57.1361
2013.08.28 10:52
Куракансем хушшинче вырассем ытларах пулна пуле, чавашла анланманнипе саван пек кашкарна енте. Висе чаваш, пер вырас пулсан -чавашла каласни киревсер пулса тухать. Пурне те хисеплемелле ске, вырасла пурте пелессе, саванпа вырасла каласни выранла ку чухне. Культура шайенче.
2013.08.28 11:31
Аçтахар Плотников
Петер, сирĕн хăвăрăн халăха хисеплентермелли пирки шухăш пĕрре те çук пуль. Толерантность тени те сирĕншĕн ют. Чăвашăн толерантноçĕ пур, вырăссен çук. Вырăсланнă чăвашсен ытларахăшĕн — пушшех те. Ыйту çак япала тавра. Кам Виктор Петров, а кам вĕсем... Шăп культура шайĕнче апла кăшкăрашни килĕшӳллĕ мар та. Ытти культурăсене те хисеплес пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем