Ял хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене хыснаран укҫа парса пулӑшаҫҫӗ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Инвестпорталӗнче пухаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Федераци шайӗнчи пулӑшӑва илес кӑмӑллисен заявкисене суйласа илсе пӗтернӗ, республикӑри пулӑшупа усӑ курас текенсем кая юлман-ха.
3 пуҫ таран ӗне туянакансене пӗр пуҫшӑн 70 пин тенкӗ таран саплаштарӗҫ, качакасемпе сурӑхсемшӗн — пӗр пуҫшӑн 5 пин тенкӗ. Ӗнене пӗтӗлентернӗшӗн, ял хуҫалӑх культурин вӑрлӑхне тӗрӗсленӗшӗн, техника туяннӑшӑн, минераллӑ удобрени илнӗшӗн те тӑкакӑн пӗр пайне саплаштараҫҫӗ.