«Тӗрлӗ усал-тӗсӗлтен хӑрамалла мар, этемрен хӑрамалла», — текен каларӑш халӑхра ҫӳрет пулин те, ҫапах ҫын усал тӑвассинчен кӑна хӑраса тӑмала мар, килти выльӑхран та асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫакна вара Ҫӗмӗрлере пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ.
Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче ирхи 5:40 сехетсенче Ҫӗмӗрле хулинче пӗр хӗрарӑма качака тапӑннӑ пулнӑ. Ҫав вӑхтра вӑй-хал культурин тата сывлӑх ҫирӗплетӗвӗн комплексӗ ҫумӗпе хурал урапи иртсе пынӑ. Полицейскисем пулӑшу ыйтакан хӗрарӑма — выльӑхран тарса вӑл сак ҫинех хӑпарса тӑнӑ иккен — пулашма васканӑ.
Полици ӗҫченӗсем качакана хӑвалама тыпратнӑ, анчах лешӗ усалскер лекнӗ пулать — мӑйракипе енчен енне сулса йӗрке хуралҫисене хӑмсарнӑ. Малалли инкекрен хӑтӑлас тесе ҫул-йӗр хурал службин инспекторӗ табель пӑшалӗнчен виҫӗ хутчен пенӗ — качакана кӑшт кӑна амантнӑ пулать.
Ку лару-тӑрура хӗрарӑм самай хӑранӑ иккен, юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑран полици ӗҫченӗсем ӑна валли тухтӑрсене чӗннӗ.
Усал качака камӑн пулнине каярахпа тӗпчесе пӗлнӗ иккен. Килти выльӑха хула ҫынни Ҫӗмӗрлене гастрольпа килнӗ зоолунопарка яланлӑха панӑ. Каҫхине вара хайхи выльӑх картишрен тарнӑ пулать. Аманнӑ качакана ҫӗнӗ хуҫасем урӑх хулана, зооцирк чарӑнма планланӑ черетлӗ вырӑна илсе кайнӑ.
Халӗ вара полици ӗҫченӗсем пӑшалпа вырӑнлӑ е вырӑнсӑр усӑ курнине тӗрӗслеҫҫӗ иккен.